Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шурӑ Шупашкар тата анлӑ Атӑл хӗрринчи Пӑлхар

Шулашкарӑмӑр шӑпи пирки сахал мар сӑмах хускатрӑмӑр, анчах та ыйтӑвне хӑҫан татса парасси ҫаплах паллӑ мар-ха. Истори наукисен докторӗ В.Д. Димитриев профессор Пӑлхар патшалӑхне Ылтӑн Урта эшкерӗ иккӗмӗш хут килсе тапӑнсан тӗппипех ҫунтарса янӑ, Сӑвар хулинчи чӑвашсем XIII ӗмӗр варринче Аслӑ юхан шывсем тӑрӑх хӑпарса Шупашкара тарса килни пирки ӗнентерекен наука ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Пӑлхар, Пӳлер, Сӑвар, Ошел, Керменчук, Чӗке ту хулисен асаплӑ шӑпи паллӑ. ученӑй сӑмахӗнче куҫ умне ҫав тери яр уҫҫӑн тухса тӑнӑран, ҫав историллӗ вырӑнсене питӗ ҫитсе курассӑм килчӗ.


Ӑмӑр ҫанталӑкра ҫула тухрӑмӑр — Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультечӗн деканӗ, истори наукисен кандидачӗ Б.В. Каховский доцент, Регион историйӗн кафедра пуҫлӑхӗ, истори наукисен докторӗ Г.И. Тафаев профессор, Раҫҫейӗн вӑтам тата ҫӗнӗ ӗмӗр историйӗн кафедра доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ В.А. Ендиряков, Шупашкарти Туризмпа сервис институчӗн информаципе экскурси ӗҫӗсен кафедра пуҫлӑхӗ, истори наукисен кандидачӗ П.Е. Погидин, Туризмпа сервис институчӗн сотрудникӗ В.В. Степанов, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсемпе сотрудникӗсем Л.Р. Тищенко, М.А. Боровая тата студентсем.
Эпир Пӑлхар енне Мари Эл, Тутарстан ҫӗрӗсем витӗр ҫул тытрӑмӑр. Тин ҫурӑлакан ачаш та черченкӗ ҫулҫӑллӑ вӑрмансен илемне ытараймасӑр сарӑ хӗвел йӑрӑм-ярӑм пӗлӗтсен хушшинчен чупса тухрӗ те ҫул тӑршшӗпех пире ҫул кӑтартса пычӗ. Ҫапла эпир шур чуллӑ ҫыранӗсенче лӑпкӑн юхакан анлӑ Атӑл урлӑ каҫрӑмӑр.
"Сарӑ кун ҫӗршывӗ" ятлӑ юмах пур чӑваш халӑхӗн. Пӑлхар хулине пырса кӗрсен ҫав ӑнлав тӳрех асӑма килчӗ. Ытла та хитре вырӑнта вырнаҫнӑ иккен Аслӑ Пӑлхар... Сарӑлса выртакан Атӑл варрипе утрав-утравӑн ӗшнесемпе катасем, хӑвалӑхсем ейӳве кайса лараҫҫӗ — хур кайӑкӗ, акӑшӗ вӗсен ҫийӗн карти-карти карласа вӗҫет. Музей-заповеднике кӗриччен пире тӳрех, "инҫе ҫул хыҫҫӑн" тесе, шур чатӑра /шатера/ апатланма илсе кӗчӗҫ. Чатӑр умӗнче — авалхи ҫырулӑх палӑкӗсене тирпейлесе эрешленӗ клумбӑсем. Вӗсен хушшинчи сукмаксемпе утса-пӑхса ҫӳрерӗмӗр. Вӗсенче авалхи пӑлхар чӗлхипе, арабла, эрменле ҫырнӑ сӑмахсем... Мӗн каласа-пиллесе хӑварнӑ-ши унта пире авалхи пӑлхар халӑхӗ?..
Унччен малтан кунта историпе археологи музейӗ ҫапла пуян пулман. Хусан хулин 1000 ҫулне уявланӑ майӑн Пӑлхар хулин ишӗлчӗкӗсене чылай реставрациленӗ, ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Туристсем кунта вӗҫӗмсӗрех килсе тӑраҫҫӗ, ахӑр. Эпир ҫитнӗ ҫӗре те чатӑр тулли халӑх уяври пек кӗрлет, юрӑ-кӗвӗ янӑрать...
Ах, тур хитре вырӑнта вырнаҫнӑ иккен Аслӑ Пӑлхар! Иӗри-тавралӑхри илем йӑлтах куҫ умӗнче сарӑлса выртать. Крепоҫӑн картлаҫӗсем ҫинче пире чӑвашсем кӗтсе илчӗҫ — шӑпах ҫак авалхи Пӑлхар ялӗнче пурӑнакан ачасемпе вӗсен вӗрентекенӗ Валентина Михайловна Яковлева.
— Тавах сире, тӑвансем, ҫапла кунта килсе ҫӳренӗшӗн, манманшӑн, — терӗ Валентина Михайловна. — Шурӑ Шупашкара эпир яланах асра тытатпӑр, хамӑрӑн тӑван чӗлхене, юррӑмӑрсене манмастпӑр. Шупашкара эпӗ час-часах пырса ҫӳретӗп, пӗлтӗр ҫеҫ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухрӑм, алла диплом илтӗм, халӗ ачасене тӑван чӗлхене вӗрентетӗп, фольклор кружокне, ал ӗҫ ӑстисен кружокне ертсе пыратӑп.
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ сарӑ ҫӳҫлӗ, ҫутӑ куҫлӑ ачасем темиҫе юрӑ та шӑрантарса лачӗҫ, пирӗн профессорсем каланине хӑлхисене тӑратсах итлерӗҫ. Ученӑйсемпе студентсен ушкӑнне Пӑлхар хулине экскурсие илсе килнӗ Геннадий Ильич Тафаев хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫларӗ:
— Тӑвансем, чӑваш пӑлхарӗсем! Эсир пире кашни ҫул ҫапла юратса кӗтсе илетӗр. Тавтапуҫ! Куҫҫуль тухать — пирӗнтен хӑш-пӗри хамӑрӑн тӑван чӗлхене те манса пырать. Хамӑрӑн историе пӗлни пире чунпа ҫирӗп пулма пулӑшать, мӑнаҫлӑх кӗртет. Пӑлхар ҫӗрӗ пирӗн ӗлӗк-авалхи ҫӗршывӑмӑр пулнӑ. Истори кун-ҫулӗ халӑхӑмӑра кайран Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр патне илсе кайнӑ. Кунта паянхи кун чӑвашсене курни пирӗншӗн пысӑк савӑнӑҫ. Апла йӑх тымарӗсем кунта пӗтмен-ха. Аслӑ Пӑлхар — пирӗн асатте-асаннесен авалхи ҫӗрӗ, кунта пирӗн тымарсем, пирӗн чунсем упранаҫҫӗ...
Курса тӗлӗнмелли кунта пайтах. Чи малтанах ушкӑнпа пурте пӗрле минарета кӗтӗмӗр. Ҫавра картлаҫсем тӑрӑх сӗм-тӗттӗмре ута-ута халтан каймалла — хушшӑн-хушшӑн йӗп чиксен те куҫ курмасть. Варринелле тӑрӑхла пӗр чӳрече пур иккен, аран сывлӑш ҫавӑрса ятӑмӑр, унтан каллех — куҫ курми тӗттӗмлӗхре ҫӳлелле кармашатпӑр. Тӑррине ҫитсен — йӗри-тавра чӳрече, ун ҫийӗн — ҫурма уйӑх палли тӑрать. Тавралӑх вара кунтан пин-пин ҫухрӑм курӑнать. Ахӑртнех, пӑлхарсем кунта хурал тӑрса тӑшман килни-тунине сӑнанӑ, хыпар янӑ. Пӑлхаралла ишекен купсасен киммисем минарет ҫутипе ҫул тытнӑ, маяк вырӑнне усӑ курнӑ. Ҫак пысӑк минарет 24 метр ҫуллӗш, унта 72 ҫаврӑмлӑ картлаҫ пулнӑ. Анчах та 1841 ҫулта вӑл укнӗ. 1990 ҫулта ӑна тӗпрен юсама пуҫланӑ. 2000 ҫулта вара ун тӑррине купол тата ҫур уйӑх паллине лартнӑ. Халӗ ун ҫӳллӗшӗ 36 метр ытла, пурӗ 147 картлаҫ, тӑрринче — пысӑк чуречесем.
Минаретран тухсан музей-заповедникре чи кивӗ ҫурт — соборлӑ мечӗт ларать. Ӑна XIII ӗмӗрте туса лартнӑ. Ҫак тӳрӗ ҫуртра тӑватӑ кӗтеслӗ 20 колонна пулнӑ. Унта мулла хӑйӗн кӗллисене вуланӑ.
Ҫурҫӗр тата хӗвел тухӑҫ мавзолейӗсем пур. Мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ ҫуртсем-ха вӗсем? Ҫурҫӗр мавзолейне пуян мӑсӑльмансене пытарнӑ, вӗсен вил тӑприйӗ ҫине чул палӑксем лартса ҫырса хӑварнӑ. 1712-1778 ҫулсенче вара кунта арҫынсен мӑнастирӗ пулнӑ. Манахсем ку ҫурта нухреп вырӑнне усӑ курма пуҫланӑ, ҫӗр айӗнчи вилесен шӑм-шаккисене урӑх ҫӗре куҫарнӑ та апат-ҫимӗҫ тытма пуҫланӑ. 1887 ҫулта археологи экспедицийӗ пӗрремӗш хут килсе ҫитнӗ. Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри археологсен тӑваттӑмӗш съезчӗ иртнӗ май Пӑлхара экспедици яма шутланӑ. Халӗ кунта кашни ҫулах тӗпчев ӗҫӗсем иртеҫҫӗ. Тӗнчипе паллӑ ученӑй А.П. Смирнов, Атӑлпа Урал тӑрӑхне 50 ҫул хушши тӗпчесе ӗҫленӗ профессор, "Волжские булгары" кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, унпа хӑйӗн диплом ӗҫне хӳтӗленӗ. Пӑлхар хулин ишӗлчӗкӗсене тӗпчесе реставрациленӗ хыҫҫӑн 1969 ҫулта ӑна музей-заповедник статусне панӑ.
Археологсем Ҫурҫӗр мавзолейӗнчен каярахпа музей тунӑ: вил тӑприсем ҫинчи палӑксене пухса йӗркене кӗртнӗ — хулаш таврашӗнче выртакан мӗн пур палӑка тата Успени чиркӗвӗн никӗсне янӑ палӑксене пӗр ҫӗре пухса Ҫурҫӗр мавзолейне пуҫтарнӑ. Халӗ вӗсем пурте кунта — Аслӑ Пӑлхар историйӗн чӗмсӗр ҫырулӑхӗсем: пӑлхарла, арабла тата эрменле ҫырнисем — пил сӑмахӗсем, сӑвӑсем тата вилнӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калакан сӑмахсем. Пурте вӗсем вара ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланаҫҫӗ: "Вилӗмсӗррисем — чӗрӗ, чӗррисем те кайран пурте вилеҫҫӗ. Хӑш-пӗр палӑк ҫине сӑвӑласа ҫырнӑ. Ун чухнехи пӑлхар ҫыннин хӑйӗн йӑх несӗлне 7-8 сыпӑк таран пӗлмелле пулнӑ.
Пӑлхарсен 8 мунча пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шурӑ палата. Унсӑр пуҫне Хӗрлӗ палата, Хура палата тата Хан мунчи. Ыттисенче хура халӑх пухӑннӑ. Ун чухне мунчасене ҫӑвӑнма ҫеҫ пуҫтарӑнман, вӗсем клуб тивӗҫне те пурнӑҫланӑ, кунта юрӑҫсем концерт кӑтартнӑ, ораторсем тухса калаҫнӑ, ӗҫ тата политика килӗшӗвӗсем тунӑ, шашка-шахматла вылянӑ.
Хура палата вара — суд тумалли ҫурт. Унӑн пӗрремӗш хутӗнче чӳречесем те пулман, кунта айӑпа кӗнӗ ҫынсене тӗпченӗ, асаплантарнӑ. Чи аслӑ судья вара — Хан хӑй. Унӑн пулӑшаканӗсем аксакалсенчен суйланӑ судьясем пулнӑ. Айӑплисене шеллемен — юпа ҫине лартнӑ, алли-урине каснӑ.
XVIII ӗмӗрте Хура палатӑран арҫынсен мӑнастирӗ туса хунӑ. Кунта пулӑ тӗтӗмленӗ. Ҫурт ҫавӑнпах та хура тӗслӗ пулнӑ Уксах Тимур Пӑлхара тапӑнсан Хан хӑйӗн ҫыннисемпе ҫакӑнта пытаннӑ Паянхи кунччен те халӑхра юмах ҫӳрет: Уксах Тимур Ханӑн хитре хӗрне качча илесшӗн пулнӑ. Ҫак хӗр хитре те хӑюллӑскер пулнӑ тет. Вӑл Уксах Тимура качча тухма килӗшмен. Вара лешӗ унӑн икӗ пиччӗшне те вӗлерессипе хӑратнӑ. Хӗр Уксах Тимура качча тухма килӗшнӗ пек пулать: икӗ пиччӗшне икӗ лаша парса инҫете кайма ирӗк ыйтать. Килӗшеҫҫӗ. Пиччӗшӗсем аякка кайса курӑнми пулсан Хӗр минарет тӑрринчен сиксе вилнӗ тет... Пиччӗшӗсем кайсан-кайсан пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ те канма ларнӑ тет. Апат пӗҫерме ылтӑн хуранпа шыв ӑсма хӑтланаҫҫӗ те — хуранне шыва ӳкерсе ҫухатаҫҫӗ. Ҫав вырӑнта вара Хусан хулине пуҫласа яраҫҫӗ.
Апла пулнӑ-и е ҫук-и, "халап хапха тӑрринче, хам урхамах ҫийӗнче" тет чӑваш...
Обществӑн мунчисене пӑрӑхсемпе ӑшӑтса тӑнӑ. Мунча урайӗсем те, стенисем те питӗ ӑшӑ пулнӑран ҫынсем йывӑҫ сантали тӑхӑнса утса ҫӳренӗ. Пӑрӑхсемпе ӑшӑ шыв та, сивӗ шыв та пырса тӑнӑ.
Кунти ҫуртсене чулран касса эрешленӗ карниссемпе, тӗрлӗ тӗслӗ мозаикӑпа илемлетнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр пайӗ халӗ те упранать. Эрешлӗ плитасем кӑвак тӗслисем те, саррисемпе шуррисем те пур, мозаика пайрӑмӗсем те тӗрлӗрен. Ун пек илеме паянхи маҫтӑрсем тӑвайӗҫ-ши?
Экскурсоводсем Пӑлхар хулин историйӗпе, археологи музейӗпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ.
— Музей умӗнчи колоннӑна сулахай алӑпа тытса хӗвеле хирӗҫ ҫичӗ хут ҫаврӑнсан мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрет, — терӗ. Хӗрсем ҫав юпа тавра карталанса та тӑчӗҫ. Хӑй ӑшӗнче кам мӗн ӗмӗтленчӗ пулӗ Аслӑ Пӑлхар хӑватне шанса...
Историпе археологи музейӗ пуян. Акӑ пӗр витрина ӑшӗнче Пӑлхар хӗрарӑмӗн скелечӗ упранать, унпа пӗрлех — вӑл тӑхӑннӑ хаклӑ йышши чулсенчен ӑсталанӑ эрешсем, кӗмӗл сулӑсемпе хӑлха алкисем, ҫӗрӗсем, ылтӑн тӑхаллӑ пиҫиххисем...
Пӑлхар ҫӗрӗн ҫыннисем пулӑ тытса, сунара ҫӳресе, суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти выльӑх-чӗрлӗх тата пӑлан мӑйракисен шӑммисенчен хитре эрешсем касса ҫӗҫӗ аврисем, турасем тата ытти тӗрлӗ япала туса сутнӑ.
Кунти тӑм питӗ паха. Унран пӑлхарсем савӑт-сапа, хуран тунӑ, хӗртнӗ тӑм икӗ енӗпе те пӗр пек пулнӑ — ҫирӗп те паха савӑт-сапана вара инҫе ҫӗрсене илсе кайса сутма пултарнӑ. Ҫур ҫаврашка евӗр пысӑк хурансем туса ҫӗр ӑшне чиксе лартнӑ та унта тӗш тырӑ, ӗҫме-ҫиме упранӑ. Музейре кӑкшӑм, кӑмкан, курка, чашӑк-тирӗк сахал мар упранать. X ӗмӗртен пуҫласа пӑлхарсем тӑм савӑт-сапана ҫӑра сахӑр шӗвекӗпе сӑрласа якатма вӗреннӗ. Ҫапла хатӗрленӗ савӑт-сапа питӗ паха та хитре пулнӑ. Вӗсем кӗленче савӑт-сапа хатӗрлеме те вӗренсе ҫитнӗ. Ӑна пуянсен килӗнче ҫеҫ курма пулнӑ. Пӑлхарсен ҫак хаклӑ савӑт-саписем Киевра, Муромра, Суздальре, Мускавра, Аҫтӑрханта та тӗл пулаҫҫӗ.
Музейре — виҫӑ пысӑк ӳкерчӗк: вӗсенчен пӗри "Ака-пасар" ятлӑ. Пӑлхар хулин пристанӗнчен инҫе мар ака-пасар пулнӑ иккен. Купсасем унта суту-илӳ тунӑ, манитсем ҫапнӑ. Пасар пуян пулнӑ пулмалла — тем тӗрлӗ таварпа та суту-илӳ туни курӑнать. Тепӗр ӳкерчӗк ҫинче вара Пӗрремӗш Петӗр патша 1722 ҫулта Персие похода кайнӑ чухне ҫак Пӑлхар ишӗлчӗкӗсене курсан чарӑннине ӳкерсе кӑтартнӑ. Кунта вӑл 4 сехет пулнӑ. Пурӗ 80 палӑк пулнӑ ун чухне. Патша вӗсене пӑхса тухсан казахсен кӗпӗрнаттӑрне Салтыкова ҫыру ҫырать — 10-15 строитель ярса пама хушать, темиҫе башньӑна, пысӑк минарета юсама, хулаш таврашӗнче сапаланса выртакан палӑксене пухса тирпейлеме тата вӗсен ҫине ҫырнӑ сӑмахсене вырӑсла куҫарма хушнӑ. Тепӗр 10 ҫултан I Петӗр патша тепре килнӗ ҫӗре кунта Успени чиркӗвӗ туса хунӑ. Унӑн никӗсне вара ҫав плитасенчен тунӑ.
Пӑлхара II Кӗтерне патша та килсе кайнӑ. Вӑл экспедици пухса тар туса кӑларакан заводпа паллашнӑ. Майра-патша хула таврашӗнчи тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхе тӗкӗнме хушман. Рычков капитан экспедицийӗ килнӗ кунта. Вырас кнеҫӗсем сӑран атӑпа ҫурекен халӑха курсан ҫапла шутланӑ: "Ку халӑх Ҫӑпатапа мар, сӑран атӑпа ҫурет. Пуян та паттӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пулас, эпир тапӑнса ҫӗнтереес ҫук", — тенӗ пулать ге вӑрҫӑпа килмен.
Музейре пӑлхарсен кӑмӗл маничӗсем нумаййӑн упранаҫҫӗ. Вӗсем X ӗмер "ҫӳреме" пусланӑ. Пӑлхарсем хӑйсен маничӗсене араб укҫисен евӗр тунӑ. Вӗсем пысӑк пулнӑ. Мал енче - Самарканд хуҫин, Багдад халифӗн ячӗ, тепӗр енче — тӗн символӗ, пичетленӗ вырӑн тата ҫул.
Анчах та XI ӗмӗр вӗҫӗнче — XII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӗмӗл хакӗ йӳнелнӗ. Руҫре вӗсене ун чухне "гривень" тенӗ. Вӑл вӑхӑтра ылтӑн манитсем ҫапма Монгол хуҫи ҫеҫ пултарнӑ тата Инди динарӗсем пулнӑ. Пӑлхарӑн юлашки маничӗсем XIV ӗмӗр вӗҫӗнче, XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тӗл пулаҫҫӗ.
Музейри хаклӑ экспонатсен хушшинче — тем тӗрлӗ эрешсемпе илемлетнӗ кил-ҫуртри хатӗрсем — йытӑ евӗр ҫӑра уҫҫисем, хӗрарӑмсен хаклӑ йышши эрешӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем — сӑнӑсемпе ухӑ йӗпписем. 1000-1100 градус вӗрире чукун ирӗлтерсе вӑрҫӑ хатӗрӗсем тунӑ. Кача евӗр тӑват юплӗ "ыхрасене" тӑшманӑн утлӑ ҫарӗ килмелли вырӑна ывӑтнӑ та - качасем хуть хӑш енӗпе пӑрахсан та пӗр вӗҫӗ ҫӳлелле кӑнтарса тӑнӑ — лаша ун ҫине пусса урине амантнӑ, хуҫине итлеми пулнӑ.
1949 ҫулччен ученӑйсем чукун ирӗлтерме Англире XVI ӗмӗрте пуҫланӑ тесе шутланӑ. Мускав профессорӗ А.П. Смирнов археологи тӗпчевӗсем ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ чукун экспоначӗсем тӑрӑх ҫак ӗҫ икӗ ӗмӗр каяллах Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пуҫланнине ҫирӗплетнӗ.
Музей-заповедникре ӳкерчӗксен галерейи те пур. Унта Аслӑ Пӑлхарӑн ханӗсене ӳкернӗ картинӑсем упранаҫҫӗ. Камсем пулнӑ-ха ҫав ертӳҫӗсем, миҫемӗш ҫулсенче Аслӑ Пӑлхара тытса тӑнӑ?
Кубрат хан /584-642/, Кӑтраг хан /653-673/, Ишкул хан /673-707/, Болгар хан /743-800/, Тукай хан /809-827/, Айдар хан /827-839/, Ханджал-хан /839-844/, Зубаир хан /844-864/, Силкеи хан /877-886/, Алмас хан /886-929/, Микаил хан /929-935/, Ахмад хан /935-942/, Хайдар хан /997-1017/, Мохаммад хан /1017-1032/, Барадж хан /1048-1111/, Ибрагим хан /1111-1160/. Мӑнаҫлӑ та мӑн кӑмӑллӑскерсем е чеен пӑхакан хансем, е хӗрсен ташшипе киленекен курпун хан, е тата тарӑн шухӑшлӑн, ӑслӑ пӑхакан аслӑ ертӳҫӗ сӑнарӗ тухать куҫ умне. Тӗрлӗрен вӗсем, анчах пуринче те вӑй-хал паттӑрлӑхӗ пуррине туятӑн...
Аслӑ Пӑлхар... Мӑн асаттесен чаплӑ ҫӗрӗ-шывӗ — илемлӗрен те илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ хуласем — Сӑвар, Пӳлер, Пӑлхар, Чӗке ту, Ошел, Керменчук. Сирӗн ҫинчен пирӗн паян ытларах та ытларах пӗлес килет. Ылтӑн Урта вутӗнче пӗтнӗ хуласен шӑпине тӗпчекен ученӑйсен шухӑшне халӑх патне ҫитересси — пирӗн пархатарлӑ тӗллев. Хамӑрӑн аваллӑха пӗлни пире мӑнаҫлӑрах та паттӑртарах пулма хӑват парӗ...
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн Вӑтам ӗмӗрсен тата Раҫҫей ҫӗнӗ историйӗн кафедрин доценчӗ Валерий Аркадьевич Ендиряков ҫапла шухӑшлать: "1223 ҫулта Субетей ертсе килнӗ монгол-тутарсем вырӑссемпе половецсене аркатнӑ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхара пырса кӗнӗ. Пӑлхарсем малтанах монгол-тутарсене хытӑ хирӗҫ тӑрса ҫӗнтернӗ. Монгол-тутарсен 30 пинлӗ ҫарӗнчен 4 пинӗшӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. 1227 ҫулта Чингис-хан вилнӗ. Ун хыҫҫӑн Монголи 4 пая пайланнӑ. Хӗвел тухӑҫ пайне Бату хан илнӗ /Чингис хан мӑнукӗ/. 1235 ҫулта монгол-тутарсен съезчӗ /хуралӗ/ иртнӗ. Унта вӗсем пурте пӗр пулса Хӗвел тухӑҫ енне тепӗр хут тапӑнса кӗме шут тытаҫҫӗ, 1236 ҫулхи кӗркунне 150 пинлӗ ҫар пухса монгол-тутарсем чи малтанах Атӑлҫи Пӑлхара тапӑнаҫҫӗ. Пӑлхарсем вӗсене хирӗҫ 40-60 пинлӗ ҫар ҫеҫ тӑратма пултараҫҫӗ, темле паттӑр ҫапӑҫсан та вӗсем Ылтӑн Уртана ҫӗнтереймен. 1236 ҫул вӗҫӗнче — 1237 ҫул пуҫламӑшӗнче тутар-монголсем Аслӑ Пӑлхарӑн пур хулине те аркатса-ҫунтарса тӑкнӑ, ҫынсене вӗлернӗ. Чӗрӗ юлнисем вара вӑрмансене тарса пӗтнӗ, юхан шывсем тӑрӑх тӑвалла хӑпарнӑ."
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультечӗн деканӗ, истори наукисен кандидачӗ Борис Васильевич Каховский: "Шупашкар хӑҫан пулса кайни пирки эпӗ пӗрремӗш хут мар калатӑп. Нумай ҫул хушши тунӑ археологи тӗпчевӗсем тӑрӑх, арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче культура сийне 6 метр чавса тупнӑ экспонатсем — пӗтӗм культура сийӗ — ҫуртсемпе кӗперсем, карта-хуралтӑсем, савӑт-сапа, кил-ҫуртри япаласем — XIII ӗмӗртисем, вӗсем Шупашкар хули ҫав вӑхӑтра пуҫланса кайнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Кун ҫинчен Мускаври "Наука" издательствӑра пичетленнӗ "Средневековые Чебоксары" кӗнекере йӑлтах тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Авторӗсем — Ю.А. Краснов тата В.Ф. Каховский. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчех Шупашкар хулин шӑпи пирки калаҫу хускатнӑччӗ — вӑл XIII ӗмӗрте пуҫланса кайнине эпир ӗнентерсе панӑччӗ. Пирӗн шухӑша чӑвашсен паллӑ ученӑйӗ В.Д. Димитриев та ҫирӗплетрӗ, авалхи карттӑсемпе ӗнентерсе пачӗ. Ыйтӑва татса пама виҫҫӗмӗш судья та хутшӑнчӗ — Мускав ученӑйӗ, Раҫҫей патшалӑх истори музейӗн директорӗн ҫумӗ В.Л. Егоров. Наука конференцийӗсенче пирӗн шухӑша вӑл та ҫирӗплетрӗ. Пӗтӗмлетсе каласан археологи, истори, географи материалӗсем Шупашкар чӑннипех те вун виҫҫӗмӗш ӗмӗрте пуҫланса кайнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ ыйтупа хула администрацийӗ пӗр уйӑх каялла юлашки лару пуҫтарнӑччӗ. В.Д. Димитриев та, эпӗ те, ытти ученӑйсем те ыйтӑва каллех ҫивӗччӗн лартрӑмӑр. Мускав ученӑйӗн, эксперт комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем те пур. Мӗн йышӑнчӗ-ха хула администрацийӗ? "Ыйтӑва хальлӗхе халӑха ытларах ӑнлантарса парас, унсӑрӑн халӑхшӑн кӗтменлӗх пулать", — терӗ. Эпӗ халӑх хушшинче сахал мар тухса калаҫрӑм, хамӑн тӗллеве тӳррӗн пурнӑҫларӑм темелле, анчах та хула шӑпине татса паракан ҫынсем ӑна мӗнле йышӑнӗҫ — калама пултараймастӑп. Паян кун нимӗнле ҫӗнӗ утӑмсем те курмастӑп-ха. Шупашкар хулин шӑпине эпир пӗр манитпа ҫирӗплетсе памастпӑр вӗт. Малашне мӗн пулӗ — калама пултараймастӑп."
Вулаканӑм, эсӗ тата мӗн шухӑшлатӑн Шупашкар шӑпи пирки? Ҫырса пӗлтер.
Людмила Сачкова,
Хыпар, 2006, ҫу, 27>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-02 10:45:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8779 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем